Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗ ҫумӗнче биологи учителӗсен «Хальхи шкулти биологи урокӗсем» район шайӗнчи фестиваль иртнӗ. Унта 8 педагог хутшӑннӑ.
Фестивале биологи урокӗсен ӑслӑлӑх-методика шайне ӳстерес, пултаруллӑ биологи вӗрентекенсене тупса палӑртас, ачасене ҫак предметпа ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уҫӑ уроксенче, класс тулашӗнчи мероприятисенче фестивале хутшӑнакансем ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Экспертсем фестивале хутшӑнакансен ӗҫӗсене 18 критерипе хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн «Биологие юратни» номинацире Елена Николаевна Орлова ҫӗнтернӗ. «Пӗрлештернӗ урок» номинацире Валентина Анисимовна Ядранская 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Класс тулашӗнчи ӗҫсенче Ираида Вячеславовна Маркова — 1-мӗш вырӑн, Сергей Дмитриевич Мигушкин — 2-мӗш вырӑн, Людмила Николаевна Ермолаева, Эльвира Николаевна Денисова, Ольга Алексеевна Скворцова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар.
Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ.
Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта Питӗркасси ял тӑрӑхӗ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта.
Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.
Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне Хурапыр ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, Калкасси ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Арайкассинче пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.
Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче кашниех Сочире иртекен хӗллехи 22-мӗш олимп вӑййипе интересленет тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль. Чылайӑшӗ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди малти вырӑна тухасса шанать, кунсерен хутшӑнса пыракан медальсен шучӗ пирӗн ҫӗршывӑн ӳссех пыни кашнин чунне савӑнӑҫ кӳрет. Олимп вӑййине халалласа кашни районтах тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче Кӗҫӗн Олимп вӑййисем ирттерме шутланӑ.
Ялти кӳлӗ ҫинчи пӑра тасатнӑ, хоккей патаккисем ӑсталанӑ, командӑсем йӗркеленӗ. Малтанах арҫынсен командисем вӑй виҫнӗ, унтан хӗрарӑмсен «Грация» тата «Красота» ушкӑнӗсем. Арҫын ачасем чӑваш хӗрарӑмӗсен кӗписене тӑхӑнса «Кинемей» тата «Инке» командӑсем йӗркеленӗ, куракансене чун тӑраниччен култарнӑ! Олимп вӑййисенче пурте ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫсе парне илме пултарнӑ.
Сӑнсем (37)
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.
Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ.
Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти Штанашри вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Полярная Звезда поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв.
Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн Культурӑпа кану центрӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ лару иртрӗ. Унта пухӑннисем тӗрлӗ куравпа паллашрӗҫ: архив материалӗсемпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесен, тӗрлӗрен ал ӑстисен, Анатолий Артюшкин художник картинисен куравӗсемпе.
Уява район пуҫлӑхӗ Александр Степанов уҫрӗ, район администрацин культура енӗпе ӗҫлекен Александр Самсонов юрӑҫа асамлӑ уҫӑ тыттарса культурӑшӑн татах та ытларах тӑрӑшса вӑй хума чӗнсе каларӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров районти ушкӑнсем ку таранччен тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Уява культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Васильевна Казакова хутшӑнчӗ, культурӑшӑн тӑрӑшнӑшӑн темиҫе ҫынна наградӑсем парса хисеп турӗ. Уявра ҫавӑн пекех чылай культура ӗҫченӗ райадминистраци Хисеп хутне тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тав хутне тивӗҫ пулчӗҫ.
Унтан уяв концерчӗ пуҫланчӗ, районти тӗрлӗ ялтан пухӑннӑ ушкӑнсем: фольклор ушкӑнӗсем, ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи хор тата ытти чылай артист пухӑннисене хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Республикӑра Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахмарӗҫ. Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗн ача-пӑча уйрӑмӗнче те ҫак кунсенче 2012-мӗш ҫулта ачасем валли пичетленнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ республикӑри халӑх ытларах кӑмӑлланӑ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ кӗнекене тупса палӑртасси. Ӑна валли ятарласа «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке) конкурс йӗркеленӗ.
«Ача-пӑча тӗнчи» курава 30-а яхӑн 2012-мӗш ҫулта пичетленнӗ тӗрлӗ автор кӗнеки кӗнӗ. Ача-пӑча уйрӑмӗнчи Олимпиада-2014 тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ кӗнеке-журнал куравӗпе та вулакансем хаваспах паллашаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ. Хӗрлӗ Чутайра вара ЧНК уйрӑмне ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, йӗркелерӗҫ.
Ларӑва районти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе чӑвашлӑхшӑн ҫунакан хастарсем пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах пухӑннисем умӗнче Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Васильевич Ивантаев чӑваш наци конгресӗн пӗлтерӗшӗ, унӑн историйӗ, малтанхи утӑмӗсем пирки каласа пачӗ, 8-мӗш съезд пирки чарӑнса тӑчӗ, черетсӗр 9-мӗш съездра ҫӗнӗ устав йышӑнасси пирки пӗлтерчӗ, устава вырӑнсенче сӳтсе явма сӗнчӗ. Петр Ивантаев чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси кашни чӑвашӑн тӗп тӗллевӗ пулмалли пирки чӗнсе каларӗ. Вырӑнти ЧНК уйрӑмне чӑвашлӑхшӑн вӑй-халне шеллемен ҫынсене суйлама сӗнчӗ: чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем...
Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Чӑваш конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ пулма Юлия Петровна Мареевӑна сӗнчӗ. Юлия Петровна журналистка «Хыпар» хаҫатри хастар ҫыравҫӑ. Ӑна пулӑшма чӑваш пуласлӑхӗшӗн ҫунакан 20 хастара суйласа хӑварчӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсенчи вӗренекенсем Культура ҫулталӑкне хутшӑнса культурӑра палӑрнӑ тӗрлӗ ҫынсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Штанашри шкулта Солтан Фидаисович Шигапов педагог-юрӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Солтан Шигапов пухӑннисене тӗрлӗ халӑх инструменчӗсемпе паллаштарчӗ.
Вӗсен ячӗсем тӗрлӗ чӗлхере тӗрлӗрен пулин те кӗвви пур чӗлхере те пӗр пек янӑрать: хурай шӑхлич иккен, жалейка — йӗрекен саслӑ шӑхлич, параппана сурӑх тирӗнчен ӑсталаҫҫӗ иккен, ӑна час-часах типӗтме тивет, унсӑрӑн вӑл янӑрама пӑрахать. Юрӑҫ ачасене хӑйсене те тӗрлӗ инструментпа калаттарса пӑхрӗ. Шӑхличпе кӗвӗ кӑларма та ӑсталӑх кирлине ачасем хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсем курса ӗненчӗҫ. Солтан Шигапов хӑйпе пӗрле тӗрлӗрен хут купӑс илсе килнӗ, ачасем тӗрлӗ купӑс кӗввипе савӑнсах ташларӗҫ. Юрӑҫ пухӑннисене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен юррисемпете паллаштарчӗ, пӗр юррине чӑвашла та юрласа кӑтартрӗ.
Тӗлпулу питех те интереслӗ иртрӗ: «Тавах, татах та пирӗн пата килсе ҫӳрӗр!» — тесе сывпуллашрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |